Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уҫӑ уроксем

Чӑваш чӗлхи

Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Чӗлхе ӑстисем Вӑрмар вӑтам шкулӗнче «Тинӗс те типме пултарать» тата «Кольӑпа Дима Штрауспа паллашаҫҫӗ» темӑсемпе иртнӗ уроксенче пулнӑ.

Уҫӑ уроксене ҫак шкул вӗрентекенӗсем — Г.Н.Васильева тата Г.А.Левина — ертсе пынӑ. Кавал шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Ю.Авакова «Йӑлана кӗнӗ урока ҫӗнӗллӗ ирттересси» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, вӗренӳ стандарчӗ ыйтакан пӗр меслетпе паллаштарнӑ. Чупайри вӑтам шкул вӗрентекенӗ Л.А. Цыфаркина хальхи вӑхӑтра уроксене икӗ культурӑна тӗпе хурса йӗркелемеллине палӑртнӑ, Александр Алкапа Александр Пушкинӑн хайлавӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ урокӑн пӗр пайӗпе паллаштарнӑ.

Ӑсталӑх класӗсем тата уҫӑ уроксем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван чӗлхепе, чӑваш халӑхӗн литературипе ытларах кӑсӑклантармаллине палӑртнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ